Калаçу эсперанто чĕлхин шайне ÿстермелли курсĕ

Эсперанто чĕлхине анлăлатма, калаçура ирĕклĕрех калаçма вĕренме кăмăл тăвакансене валли кăрлач-нарăс уйăхĕсенче занятисем иртеççĕ.
Занятисене Италирен килнĕ хăна Массимо Рипани ертсе пырать.
Пĕр заняти хакĕ 50 тенкĕ.
Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр!
çыхăнмалли телефон: 8-902-662-14-08 Марина Иванова.

Пĕрремĕш заняти кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ.
Çитес иккĕмĕш занятии кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ.
Виççĕмĕш заняти нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Наци библиотекинче 18.00 сехетре иртнĕ.
Тăваттăмĕш заняти нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Наци библиотекинче 18.00 сехетре пулать.

Пирĕн тĕл пулусем.

Хаклă юлташсем ! Пирĕн ятарлă тематикăллă тĕл пулусем çĕнĕрен пуçланаççĕ. Пĕрремĕш тĕл пулу нарăсăн 4-мĕшĕнче Наци библиотекинче 18.00 сехетре пулать. Кунта Италирен килнĕ хăна Массимо хăйĕн тăван çĕр-шывĕпе тата чĕлхипе паллаштарĕ. Пурне те чĕнетпĕр!

Чăваш чĕлхи клубĕ «Хавал» хыпарĕсем!

Чăваш чĕлхи клубĕ "Хавал" - "Язык Успеха" - ют çĕршыв чĕлхисен шкул тата Эсперанто-центр
çумĕнчи чăваш чĕлхи клубĕ (пр. Ленина 12Б, офис 217).
Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуллахи лагерь пирки калаçу пулать.
Камăн интерес çуллахи лагерь иртерес пирки - пирĕн ушкăна чĕнетпĕр!

Семинар «Сирĕн Эсперанто чĕлхине вĕрентес килет-и?»

Кăрлачăн 31-мĕшĕнче 16.00 сехетре, вырсарни кун, эпир эсперанто чĕлхине вĕрентекенсем валли семинар ирттеретпĕр. Вăл «Ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕнче» (Наци библиотеки чарăнăвĕ, Бизнес-инкубатор) пулĕ. Ертсе пыраканĕсем Блинов Александр тата Моисеева Александра. Пурне те кĕтетпĕр! 

Чул хулари 1-мĕш Чĕлхе Фестивалĕ

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче 2010 ç. Чул хулинче 1 Чĕлхе фестивалĕ иртет. Фестивале пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 186 номерлĕ шкулта ирттерме палăртнă.

Syndicate content