Пирӗн ҫинчен

Çамрăксен Чăваш Эсперанто-Ассоциацийĕ.

Ассоциаци 1997 ç. утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Регистрации хучĕ 517 номер. Законпа çирĕплетиччен вăл «Çамрăксен Эсперанто-клубĕ «ЧеНо» ятпа 1991-мĕш çултанпа паллă пулнă.

Ассоциацире 50 çына яхăн шутланса тăрать. Тĕп тĕллевсенчен вăл эсперанто чĕлхине аталантарма тата сарăлма пулăшни, çамрăксен тĕрлĕ халăх культурин шайне ÿстересси.

Пирĕн ассоциаци членĕсем нумай мероприятисенче хутшăнаççĕ. Час-часах тĕрлĕ çĕр-шывсенче иртекен фестивалсене, семинарсене кайса çÿреççĕ. Калаçу Эсперанто чĕлхине аталантараççĕ, çĕр-шывăн культурипе паллашаççĕ.

Çавăн пекех çамрăксен конкурсĕсенче, проектсенче хастар хутшăнаççĕ.
Республикăра иртекен çамрăксене валли хатĕрленĕ мероприятисем те çумран иртмеççĕ. Тĕслĕхрен, çуркунне иртекен «Ырă ĕçсен эрни» акцийĕ, пĕтĕм çамрăк организацийĕсен фестивалĕ тата ытти те.

Хальтерех Эсперанто-центр çумĕнче «Чăваш чĕлхи клубĕ «Хавал» уçăлнă. Унта тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ пирки, чăваш чĕлхене упраса хăварас, аталантарас тĕллевлĕ çынсем пухăнаççĕ.

Кашни çул кĕркунне пирĕн Ассоциаци Пĕтĕм тĕнчери Чĕлхе фестивалĕ ирттерет. Унта тĕрлĕ халăхăн юрă-ташшипе паллашма пулать, ют çĕр-шывран килнĕ хăнасемпе паллашма, калаĕма пулать.

математика тестирование русский