Чĕлхе Фестивалĕ

Чĕлхе фестивалĕ (эспер. Lingva Festivalo, выр. Фестиваль языков) – вĕрентÿ проекчĕ. Ăна Российăри хăш-пĕр хулара тата ют çĕр-шывра эсперантистсен вăйĕпе ирттереççĕ. Фестиваль тĕшши – тĕрлĕ чĕлхепе паллаштарасси. Пайăр презентаци 30 – 40 минута пырать. Ун вăхăтĕнче эсир хăвăр суйласа илнĕ чĕлхе мĕнле янранине итлесе пăхма, çав чĕлхепе пăртак калаçма, урăх халăх культурин паллăрах енĕпе паллашма пултаратăр.

Тĕрлĕ чĕлхе презентацине пĕр харăс ирттереççĕ, çавна май сирĕн умăра кăткăс ыйту тухса тăрать – хăшне суйласа илмелле? Ку ыйтăва хуравлас тесен чи малтан вĕрентÿçĕсемпе паллашмалла. Вĕсем тĕп программăна уçнă чухне – шăмат кун – сцена çине тухса хăйсемпе паллаштарĕç, презентацилекен чĕлхепе калаçса кăтартĕç. Сцена çинчи Вавилон!

На кредитную карту