Семинар «Сирĕн Эсперанто чĕлхине вĕрентес килет-и?»

Кăрлачăн 31-мĕшĕнче 16.00 сехетре, вырсарни кун, эпир эсперанто чĕлхине вĕрентекенсем валли семинар ирттеретпĕр. Вăл «Ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕнче» (Наци библиотеки чарăнăвĕ, Бизнес-инкубатор) пулĕ. Ертсе пыраканĕсем Блинов Александр тата Моисеева Александра. Пурне те кĕтетпĕр!